46 вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ.
– Тепӗр тесен, Этем Ывӑлӗ Ҫырнинче палӑртса хунӑ ҫулпах пырать. Анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ пулӗ: ӑна ҫураличчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ».
Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».
„Этем Ывӑлне ҫылӑхлӑ ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна хӗрес ҫумне пӑталӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ“, – тесе каланӑччӗ».
Ҫырнинче Иисусӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе каланине вӗсем ун чухне пӗлмен-ха.
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри тата Ашшӗ мухтавлӑ пултӑр. Унӑн ырӑ кӑмӑлӗ виҫесӗр. Христоса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ пире чӗрӗ шанчӑк памашкӑн ҫӗнӗрен ҫуратрӗ.