41 Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ.
Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен.
Вара хайхисем каялла тавӑрӑннӑ та ыттисене каласа кӑтартнӑ, анчах вӗсене те ӗненмен.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Тата вӗсен кӑштах вӗтӗ пулӑ пулнӑ. Турра тав тунӑ хыҫҫӑн Иисус пуллине те халӑха валеҫме хушнӑ.
Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
Ҫапла каласан вӗсене Хӑйӗн аллине, урине кӑтартнӑ.
Вӗренекенӗсем Ӑна ӑшаланӑ пулӑ тата караслӑ пыл панӑ.
Ҫавнашкалах эсир те халӗ тертленетӗр. Акӑ Эпӗ тепӗртакран сире курӑп та, сирӗн чӗрӗрсем савӑнӑҫпа тулӗҫ. Ҫав савӑнӑҫа сирӗнтен никам та туртса илеймӗ.
«Ачасем, сирӗн ҫимелли мӗн те пулин пур-и?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ҫук ҫав», – тавӑрнӑ вӗренекенӗсем.
Петра сасӑран палласа илсен савӑннипе вӑл хапхине уҫма манса кайсах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Петр тӑрать», – тенӗ.