4 Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
Унтан, тупӑклӑха кӗрсен, вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ларнине асӑрханӑ. Вара хӗрарӑмсем тӗлӗннипе питӗ хӑраса ӳкнӗ.
Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.
Хӗрарӑмсем питӗ хӑранипе ҫӗрелле пӑхса тӑнӑ чух вӗсем: «Эсир мӗншӗн Чӗрӗскере вилнисем хушшинче шыратӑр? – тенӗ.
Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ.
Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.