38 «Эсир мӗншӗн аптӑраса ӳкрӗр? – тенӗ вӗсене Иисус. – Сирӗн пуҫӑра мӗншӗн унашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ?
Иисус вара вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла каланӑ: «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта ҫӑкӑр илменни ҫинчен шухӑшлатӑр?
Вӗренекенӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ, куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Ман алӑсене, урасене пӑхӑр-ха: Ку – Эпӗ! Эсир Мана хыпаласа пӑхӑр. Куратӑр вӗт, Манӑн ӳт те, шӑмӑ та пур. Сывлӑшӑн ҫавсем ҫук».
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.