Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 24:36 - Синодальный НЗ

36 Ҫапла калаҫса ларнӑ чух вӗсем Иисус хӑйсем хушшинче тӑнине курах кайнӑ. «Канӑҫлӑх пултӑр сире», – тенӗ Вӑл.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 24:36
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тивӗҫлӗ кил-ҫурт пулсан канӑҫлӑхӑр ун ҫине анӗ, тивӗҫсӗр пулсан эсир ырӑ сунни хӑвӑрах тавӑрӑнӗ.


Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.


Мӗнле те пулин ҫурта кӗрсен эсир малтан: „Ҫак кил-йыша канӑҫлӑх пултӑр!“ – тесе саламлӑр.


Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!


Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».


Тепӗр сакӑр кунран Унӑн вӗренекенӗсем каллех пӗр пӳртре пуҫтарӑннӑ. Фома та вӗсемпе пӗрлех пулнӑ. Ҫапла питӗрӗнсе ларнӑ чухне Иисус кӗрсе тӑнӑ та вӗсен умне тухса саламланӑ: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!»


Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.


Малтан Вӑл Кифӑна курӑннӑ, кайран – Вун иккӗшне,


Унтан Вӑл Иакова курӑннӑ, каярахпа – ытти мӗн пур апостолсене.


Сире канӑҫлӑх Турри Хӑй пур енчен те яланах канӑҫлӑх патӑр. Хуҫа Турӑ сирӗнпе пуринпе те пултӑр.


Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ