Лука 24:32 - Синодальный НЗ32 Вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Вӑл ҫул ҫинче пирӗнпе калаҫса, Ҫырнине ӑнлантарса пынӑ чух пирӗн чӗресем хавхаланса ҫунмарӗҫ-и вара?» အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.