31 Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ.
Унта пурӑнакансем Иисуса палласа илнӗ те ҫав таврана хыпар янӑ. Вара Иисус патне мӗн пур чирлӗ ҫынсене илсе пыра пуҫланӑ.
Анчах вӗсен куҫӗсене ҫавӑн чухне улшу курмалла тунӑран вӗсем Иисуса паллайман.
Анчах та Иисус вӗсен хушшинченех утса тухса кайнӑ.
Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.