Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ.
Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр».