22 Ҫитменнине тата хамӑр хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем пире тӗлӗнтерчӗҫ! Паян ирхине ирех вӗсем тупӑклӑх патне кайнӑ,
анчах та Унӑн ӳтне тупайман. Тавӑрӑнсан вӗсем хӑйсене ангелсем курӑнни ҫинчен каласа пачӗҫ. Ангелсем вӗсене Иисус чӗрех пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
Мария Магдалина вӗренекенсем патне кайнӑ та: «Эпӗ Хуҫамӑра куртӑм!» – тесе хыпарланӑ. Иисус хӑйне мӗн каланине те вӑл йӑлтах каласа кӑтартнӑ.