21 Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ.
«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ;
Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ҫавӑнпа та пӗрле пуҫтарӑннӑ апостолсем Унран ҫапла ыйтнӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ ҫав хушӑра Израиль халӑхне ҫӗнӗрен патшалӑх туса парасшӑн мар пулӗ те?»
– Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек мана та вӗлересшӗн мар-и-ха эсӗ?“
Хӑйсем ҫапла каласа ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: «Кӗнекене илсе пичете хӑйпӑтма Эсӗ тивӗҫлӗ, мӗншӗн тесен Сана пусса Турра кӳчӗҫ. Эсӗ пире, тӗрлӗ йӑх-ӑру, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене, Турӑ валли Хӑвӑн Юнупа тӳлесе илтӗн.