2 Хайхисем ҫитнӗ те тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса куҫарса хунине асӑрханӑ.
Ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе илнӗ, мӗншӗн тесен Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ тӳперен анса тупӑклӑх умӗнчи чула йӑвантарса янӑ та хӑй ун ҫине ларнӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.
Вара вӗсем тупӑклӑха кӗрсе пӑхнӑ, анчах унта Иисус Хуҫамӑрӑн ӳчӗ пулман.
Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ.
Вилнӗ ҫын выртакан ту хӑвӑлӗ умӗнчи чула илсен Иисус ҫӳлелле пӑхса каланӑ: «Аттем! Мана илтнӗшӗн тав тӑватӑп Сана.