13 Ҫав кунах икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран вун пӗр ҫухрӑмсенелле ларакан Еммаус ятлӑ яла кайнӑ.
Ҫул ҫинче вӗсем иртнӗ кунсенче мӗн пулни ҫинчен калаҫса пынӑ.
Пӗри, Клеопа ятли, Ӑна ҫапла каланӑ: «Иерусалима килнӗ ҫынсенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ ҫак кунсенче унта мӗн пулса иртнине пӗлместӗн пулӗ?»