11 Анчах вӗсем каласа пани апостолсене пустуй сӑмах пек туйӑннӑ, вӗсем хӗрарӑмсене ӗненмен.
Анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине те, Мария Ӑна курнине те ӗненмен.
Вара хайхисем каялла тавӑрӑннӑ та ыттисене каласа кӑтартнӑ, анчах вӗсене те ӗненмен.
Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.
Вӗсем савӑннипе ӗненеймесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух Иисус вӗсенчен: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» – тесе ыйтнӑ.
Петр тухнӑ та ангел хыҫҫӑн утнӑ. Ангел мӗн туни чӑн пулнине вӑл ӑнланайман, куҫа курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.