8 Иисуса курсан Ирод питӗ савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл Ӑна унчченех курасшӑн пулнӑ. Иисус тунӑ ӗҫсем ҫинчен Ирод нумай илтнӗ, ҫавӑнпа Унран мӗнле те пулин хӑват курма ӗмӗтленнӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».
Унтан халӑха тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: «Кам Ман хыҫҫӑн пырас тет, ҫав хӑй ҫинчен манса, хӑйӗн асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пытӑр.
Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».
«Ку хӑвата мана та парӑр-ха, – тенӗ вӑл. – Эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Святой Сывлӑш илме пултартӑрччӗ».