Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 23:7 - Синодальный НЗ

7 Иисус хайхи Ирод тытса тӑракан ҫӗр-шывран пулнине пӗлсен, Пилат Ӑна шӑпах ҫав вӑхӑтра Иерусалима пынӑ Ирод патша патне янӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 23:7
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.


Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.


Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.


Ҫав вӑхӑтра Иисус ячӗ тавраллах сарӑлнӑ. Ирод патша Ун ҫинчен илтсен ҫапла каланӑ: «Ку – вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Шыва кӗртекен Иоанн, ҫавӑнпа вӑл хӑватсем кӑтартать те».


Ҫав кун Иисус патне хӑш-пӗр фарисейсем пынӑ та: «Эсӗ урӑх ҫӗре тухса кай, мӗншӗн тесен Ирод Сана вӗлересшӗн», – тенӗ.


Галилея тенине илтсен Пилат: «Вӑл Галилея ҫынни-им?» – тесе ыйтнӑ.


Тиверий императора ларни вун пилӗк ҫула кайнӑ. Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра ларнӑ, Галилея ҫӗрӗнче – Ирод, Итурейӑпа Трахонит ҫӗрӗнче – унӑн пиччӗшӗ Филипп, Авилинея ҫӗрӗнче – Лисаний.


Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен Ирод пуҫлӑх та илтнӗ. Вара тӗлӗннипе аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем: «Ку – Шыва кӗртекен Иоанн! Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ», – тесе калаҫнӑ.


Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ