56 ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.
Шӑмат каҫ Мария Магдалина, Иаков амӑшӗ Мария тата Саломия, Иисус ӳтне кайса сӗрес тесе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем туяннӑ.
Эрнен малтанхи кунӗнче, ирпе ирех, хатӗрлесе хунӑ ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑвӗсене илсе хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пынӑ. Вӗсемпе пӗрле урӑх хӗрарӑмсем те пулнӑ.