Вара Иосиф йӗтӗн пир туяннӑ та Иисус ӳтне хӗрес ҫинчен антарнӑ. Унтан пирпе чӗркенӗ те чул ту хысакне касса тунӑ тупӑклӑха кайса хунӑ, шала кӗмелли шӑтӑк умне чул йӑвантарса хунӑ.
Галилейӑран Иисуспа пӗрле пынӑ хӗрарӑмсем те Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн ӳтне тупӑклӑха епле хунине сӑнаса тӑнӑ. Ҫакӑ эрне кун пулса иртнӗ, шӑмат кун вара ӗҫлеме юраман,