Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 23:5 - Синодальный НЗ

5 Анчах лешсем ҫине тӑрса хистенӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ, халӗ кунта килчӗ!» – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 23:5
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне ӑс парса каланӑ хыҫҫӑн Иисус, ҫав хуларан тухса, вӗрентме тата ӳкӗтлеме ытти хуласене кайнӑ.


Ирод патша вӑхӑтӗнче, Иудейӑри Вифлеем хулинче Иисус ҫуралсан, хӗвел тухӑҫӗнчи ӑсчахсем Иерусалима пынӑ та халӑхран ҫапла ыйтнӑ:


Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.


Иисус пӗтӗм Галилея ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳренӗ. Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, Ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ, халӑха тӗрлӗ чир-чӗртен, халсӑрлӑхран сыватнӑ.


Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.


Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем Ӑна хӗстерсех ҫитернӗ, нумай ыйту ҫине хурав пама хистенӗ,


Анчах та вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса, ҫине тӑрсах Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Ҫапла кӑшкӑрса-хистесе халӑхпа аслӑ священниксем ҫиеле тухнӑ.


Галилея тенине илтсен Пилат: «Вӑл Галилея ҫынни-им?» – тесе ыйтнӑ.


Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ.


Анчах та вӗсем: «Атя, хӑвӑртрах пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ. «Епле-ха сирӗн Патшӑра пӑталаттарам?» – тенӗ Пилат. «Императорсӑр пуҫне пирӗн урӑх патша ҫук», – тавӑрнӑ аслӑ священниксем.


Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.


«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!


«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».


Иоанн шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулса иртнине эсир пӗлетӗр.


Тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пынӑ. Тавлашакансем Павела туртса ҫурасран шикленсе, пинпӳ салтаксене Павела пухуран илсе тухса крепоҫе леҫме хушнӑ.


Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ.


Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ.


Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ