47 Ҫӗрпӳ, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтаса каланӑ: «Ку, чӑнах та, тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен!»
Ҫав вӑхӑтра Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫӳлтен аяла ҫитиччен ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ, ҫӗр чӗтреннӗ, чул ту хысакӗсем те ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ.
Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»
Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
Иисуса хирӗҫех тӑракан Рим ҫӗрпӗвӗ вара, Иисус ҫапла кӑшкӑрса юлашки сывлӑшне кӑларса янине курса: «Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!» – тенӗ.
Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман».
«Пирӗн хамӑрӑн саккун, – тавӑрнӑ ӑна иудейсем. – Хӑйне Турӑ Ывӑлӗ тесе каланӑшӑн Ӑна пирӗн саккунпа вӗлермелле».