Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 23:41 - Синодальный НЗ

41 Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, ӗҫӗмӗрсемшӗн эпир вилӗме тивӗҫлӗ. Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 23:41
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».


Пилат вара, нимӗн тума ҫуккине кура, халӑх ытларах та ытларах пӑлханнине кура, шыв илсе халӑх умӗнче аллине ҫунӑ та: «Ҫак Айӑпсӑрскерӗн юнӗ тӑкӑннишӗн эпӗ яваплӑ мар, хӑвӑрӑнне хӑвӑр пӗлӗр», – тенӗ.


«Айӑпсӑр Ҫынна тытса парса ҫылӑха кӗтӗм», – тенӗ вӑл пуҫлӑхсене. Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Пире мӗн ӗҫ пур? Хӑвӑнне ху пӗл».


Рим ҫӗрпӗвӗ тата унпа пӗрле Иисуса хураллакансем ҫӗр чӗтреннине, тем те пӗр пулса иртнине курсан сехрисем хӑпнипе каланӑ: «Ку чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн!»


Тепри вара, пачах урӑхла, ӑна чарса каланӑ: «Эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и-мӗн? Хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке.


Унтан вӑл Иисуса: «Хуҫамӑр, Хӑвӑн Патшалӑху ҫитсен аса илсем мана», – тенӗ.


Эпир сирӗнпе, ӗненекенсемпе, пӗрле пулнӑ чухне хамӑра епле сӑваплӑ, тӳрӗ, тиркеме те ҫук тыткаланине эсир хӑвӑр та, Турӑ та ҫирӗплетме пултарать.


Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.


Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ