3 Пилат Иисусран ыйтнӑ: «Эсӗ Иудея Патши-и?» Иисус ӑна хирӗҫ: «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тенӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иисуса Пилат патне илсе пынӑ. «Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран пуҫлӑх. «Эсӗ ху ҫапла тесе каларӑн», – тавӑрнӑ Иисус.
Вара Ӑна хисепленҫи пулса: «Сывӑ пултӑр Иудея Патши!» – тесе саламлама пуҫланӑ.
«Эсӗ Иудея Патши-и?» – тесе ыйтнӑ Унран Пилат. «Эсӗ ху ҫапла каларӑн», – тавӑрнӑ ӑна Иисус.
Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ.
Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр».
Унӑн пуҫӗ тӗлне: «Ҫакӑ – Иудея Патши», – тесе грекла, латинла, еврейла ҫырса ҫапнӑ.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Ҫавӑнпа та Пилат хӑй вӗсенчен тухса ыйтнӑ: «Эсир Ку Ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр?»
«Сывӑ пултӑр иудейсен Патши!» – тесе вӗсем Иисуса ҫупа-ҫупа янӑ.
Пурне те пурӑнӑҫ паракан Турӑ ячӗпе тата Понтий Пилат умӗнче Хӑй ҫинчен чаплӑн каласа пӗлтернӗ Христос Иисус ячӗпе сана ҫапла хушса калатӑп: