25 Вӑл пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ Вараввӑна вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларса янӑ, Иисуса вара вӗсен аллине панӑ.
Унтан Пилат Вараввӑна кӑларса янӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Вара Пилат, халӑх кӑмӑлне юрас тесе, Вараввӑна тӗрмерен кӑларттарнӑ, Иисуса, чӗн пушӑпа хӗнеттерсе, пӑталама хушнӑ.
Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»
Пилат вара вӗсем ыйтнине тивӗҫтерес тенӗ.
Ӑна илсе кайнӑ чух салтаксем хиртен тавӑрӑнакан Киринея ҫыннине, Симона, ярса тытнӑ та, хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ.
Анчах лешсем ҫине тӑрса хистенӗ: «Галилейӑран пуҫласах Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх Хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ, халӗ кунта килчӗ!» – тенӗ.
Вара пурте каллех: «Ӑна мар, Вараввӑна кӑларса яр!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Варавва ятли вӑрӑ-хурах пулнӑ.
Вара тин Пилат вӗсене Иисуса пӑталама ирӗк панӑ. Ҫавӑнтах Иисуса тытса илсе кайнӑ.
Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,