18 Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ.
Вараввӑна хула халӑхне пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупса лартнӑ пулнӑ.
Петр тулта, хапха умӗнче, тӑнӑ. Кӑштахран аслӑ священник палланӑ хайхи вӗренекен тухнӑ та, хапха асӑрхаса тӑракан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та шала кӗртнӗ.
мӗншӗн тесен хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: «Вӗлерес ӑна!» – тесе кӑшкӑрашса пынӑ.
Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!»
Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,