17 Пилатӑн пасха уявӗ ячӗпе тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе кӑларса ямалла пулнӑ.
Пасха уявӗ тӗлне Рим лартнӑ пуҫлӑхӑн тӗрмене хупнисенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларас йӑла пулнӑ.
Кашни пасха уявӗ тӗлне вӑл тӗрмере ларакансенчен пӗрне халӑх ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ.
Ҫавӑнпа эпӗ Ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерем те кӑларса ярам».
Вара пӗтӗм халӑх: «Иисуса вӗлерттер! Эпир Вараввӑна ирӗке кӑларттарасшӑн!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Сирӗн йӑлӑрпа манӑн пасха уявӗ тӗлне тӗрмери пӗр ҫынна кӑларса яма ирӗк пур. Эсир хирӗҫ мар пулсан, Иудея Патши текеннине кӑларса ярӑп».