13 Унтан Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене, халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та
«Мӗн усалли тунӑ вара Вӑл?» – тенӗ Пилат вӗсене. Анчах та халӑх тата хытӑрах: «Пӑталаттар Ӑна!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем те халӑхпа пӗрле Иисусран тӑрӑхласа кулнӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ! Вӑл Турӑ Суйласа илни, Христос пулсан, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр», – тенӗ.
Пирӗн аслӑ священниксемпе пуҫлӑхсем вара Ӑна вӗлерме суд тумашкӑн тытса пачӗҫ те хӗрес ҫумне пӑталаттарчӗҫ.
Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман.
«Мӗн вӑл чӑнлӑх?» – тенӗ Ӑна Пилат. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ: «Ку Ҫынна айӑплама эпӗ нимӗнле сӑлтав та тупмастӑп.
Пилат вӗсене каллех тухса каланӑ: «Вӑл айӑплӑ маррине пӗлтерме Ӑна эпӗ сирӗн патӑра кӑларттаратӑп».
Фарисейсем хушшинче иудейсен пӗр пуҫлӑхӗ, Никодим ятлӑскер, пулнӑ.
– Акӑ Вӑл уҫҫӑнах калаҫать, ҫапах та Ӑна никам та чармасть. Тен, Вӑл чӑнах Христос пулнине пуҫлӑхсем пӗлеҫҫӗ?
– Пуҫлӑхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ӗненчӗ-и Ӑна?
Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ.
Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп.
Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ.
Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем!