11 Анчах та Ирод, салтакӗсемпе пӗрле, Унран тӑраничченех мӑшкӑлласа кулнӑ та Ӑна патшалла ҫутӑ тум тӑхӑнтартса Пилат патне каялла янӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иисус пирки ҫӳрекен сас-хура Галилея пуҫлӑхӗн Иродӑн хӑлхине те кӗнӗ.
Ирод хӑйӗн Филипп ятлӑ пиччӗшӗн арӑмне, Иродиадӑна, качча илнӗ пулнӑ. Ҫав хӗрарӑма пула вӑл Иоана тытса ҫыхтарса тӗрмене хуптарнӑ.
Пӗррехинче вара, Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне, Иродиадӑн хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа Иродӑн кӑмӑлне кайнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ?
Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем вара Иисуса хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра айӑпласа тӑнӑ.
Иисуса вара йӗплӗ кӳкен пуҫ кӑшӑлӗпе, вӑрӑм хӗрлӗ тумпа кӑларнӑ. «Акӑ вӑл Ҫын», – тенӗ вӗсене Пилат.
Калӑпӑр, сирӗн пухӑва капӑр тумланнӑ, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ ҫын пырать. Тата пухӑва начар ҫи-пуҫлӑ чухӑн та пырать.
Эсир капӑр тумланнӑ ҫынна асӑрхасан: «Сана ҫакӑнта ларсан лайӑхрах пулӗ», – тетӗр. Чухӑннине вара: «Эсӗ ҫавӑнта тӑр», е «Ман ура вӗҫне лар», – тетӗр.