Иисус вӗсене ытарлӑн калама пуҫланӑ: «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли лартса пахча тунӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Унтан вӑл сӗткен пусса кӑлармалли юхтаркӑч чавнӑ тата хурал пӳрчӗ лартнӑ. Вара пахчине тара панӑ та хӑй урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир хулана пырса кӗнӗ чух кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫынна тӗл пулӑр. Вара ун хыҫӗнчен кайӑр та вӑл кӗрекен ҫурта кӗрӗр.