63 Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ.
Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Аслӑ священник Иисусран Унӑн вӗренекенӗсем ҫинчен, Унӑн вӗрентӗвӗ ҫинчен ыйтнӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен юнашар тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса янӑ. «Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха?» – тенӗ вӑл.
Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхар. Вӑл – ӗненӗве Пуҫараканӗ тата Пурнӑҫлаканӗ. Вӑл, тӳпере ырлӑх курас вырӑнне, мӑшкӑла пӑхса тӑмасӑр хӗрес ҫинчи асапа курнӑ. Вара Турӑ престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Хӑйне сӑмахпа хур тӑвакансене Вӑл хур туман, асап кӑтартакансене асаппа хӑратман, тавӑрассине Тӳрӗ суд Тӑвакан аллине панӑ.