62 Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Петр Иисус хӑйне автан авӑтиччен эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн тесе каланине аса илнӗ. Вара вӑл картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Йӗрекенсем телейлӗ, вӗсем лӑпланӗҫ.
Ҫав самантрах автан иккӗмӗш хут авӑтса янӑ. Петр вара хӑйне Иисус «автан иккӗ авӑтма ӗлкӗричченех эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн» тенине аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Хуҫамӑр ҫавӑрӑнса Петр ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Петр вара Хуҫамӑр сӑмахӗсене: «Автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хут пӗлмӗш пулӑн», – тенине аса илнӗ.
Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ.
Ҫавӑнпа хӑйне ҫирӗп тӑратӑп тесе шухӑшлакан ӳкесрен асӑрхантӑр.