59 Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен татах тепри ҫине тӑрсах: «Чӑнах, ку та Унпа пӗрлеччӗ, ку Галилея ҫынни», – тенӗ.
«Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ.
«Аташмастӑн-и эсӗ?» – тенӗ лешсем. Хӗрарӑм хӑйӗннех каланӑ. «Эппин ку унӑн ангелӗ пулех», – тенӗ вара пӳртрисем.