57 Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ.
Кам халӑх умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп».
Петр пурин умӗнчех Иисусран тунса: «Эсӗ мӗн ҫинчен каланине пӗлместӗп», – тенӗ.
Кам халӑх умӗнче Мана пӗлмӗш пулать, ӑна хӑйне те Туррӑн ангелӗсем умӗнче пӗлмӗш пулӗҫ.
Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ».
Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ.
Петр текен Симон кӑвайт умӗнчех ӑшӑнса тӑнӑ. «Эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха?» – ыйтнӑ унран ҫавӑнта татах. «Ҫук, ҫук», – тунса каланӑ Петр.
Петр каллех Иисуса пӗлмӗш пулнӑ. Ҫав самантра автан авӑтса янӑ.
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
Хамӑр ҫылӑхсене йышӑнатпӑр пулсан – эппин шанчӑклӑ та тӳрӗлӗхлӗ Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарса, пире тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑхран тасатать.