55 Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.
Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ.
Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ».
Ан улталанӑр: усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ.