50 Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Иисуспа пулнисенчен пӗри хӗҫне туртса кӑларнӑ та, аслӑ священник чури ҫине сулса ярса, унӑн хӑлхине касса татнӑ.
Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна.
Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ.
Тусӑмсем! Усал тунишӗн ан тавӑрӑр, Турӑ ҫилли ҫитессе шанӑр. Мӗншӗн тесен Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «„Тавӑру ирӗкӗ Манра, тавӑраканӗ Эпӗ пулӑп“, – тет Хуҫа Турӑ».
Пирӗн ҫар хатӗрӗ ку тӗнчери мар, Турӑ хӑвачӗпе вӑл крепоҫсене те аркатаять. Унпа эпир хамӑра хирӗҫле ӑслӑ пек шухӑшсене те,