48 Иисус вара ӑна каланӑ: «Иуда, Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-и?»
Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ.
Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна.