Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 22:41 - Синодальный НЗ

41 Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 22:41
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан кӑшт аяккарах кайнӑ та ҫӗре ӳксе ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Май пулсассӑн ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр».


Вара кӑштах аяккалла пӑрӑннӑ та: «Май пулсассӑн, ҫак асап вӑхӑчӗ Манран иртинччӗ. Эй, Авва Аттем! Эсӗ пурне те тума пултаратӑн. Ҫак асап куркине Манран ирттерсемччӗ. Ҫапах та Эпӗ тӑвас тенӗ пек мар, Эсӗ тӑвас тенӗ пек пултӑр», – тесе ҫӗре ӳксе кӗлтунӑ.


Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар.


Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“


Ҫак сӑмахсене каласан Павел чӗркуҫленсе ларнӑ та ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ.


Кайма вӑхӑт ҫитсен эпир каллех ҫула тухрӑмӑр. Иисуса ӗненекенсем, арӑмӗсемпе тата ачисемпе пӗрлех, пире хуларан тухичченех ӑсатса ячӗҫ. Тинӗс хӗрринче вара чӗркуҫленсе ларсах кӗлтурӑмӑр.


Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.


Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ.


Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ