36 Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ укҫа енчӗкӗ пуррисем ӑна илччӗр, хутаҫне те илччӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, вӑл тумтирне сутса хӗҫ илтӗр.
Ҫул ҫине хутаҫ та, тепӗр кӗпепе пушмак та, туя та ан илӗр. Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ.
Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ.
Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле».
«Хуҫамӑр! Акӑ кунта икӗ хӗҫ пур», – тенӗ вӗсем. «Ҫитет», – тенӗ Вӑл вӗренекенӗсене.
„Чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑ мар“, – тенӗччӗ Эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене асра тытӑр. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмахӑма упраса усрарӗҫ пулсан, сирӗнне те упрӗҫ.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Астӑватӑр-и, хамӑра кӗтекен асапсем пирки эпир сире хӑвӑр патӑрта чухне малтанах асӑрхаттарнӑччӗ. Калани чӑна килнине халӗ хӑвӑрах куратӑр.
Христос сирӗншӗн ӳт-пӗвӗпе епле асап курнӑ, эсир те ҫаплах, ҫав шухӑш-кӑмӑлпах ҫирӗпленӗр. Мӗншӗн тесен ӳт-пӗвӗпе асап куракан ҫылӑха кӗме пӑрахать.