33 «Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
«Хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр, – тавӑрнӑ вара Иисус. – Эпӗ ӗҫес асап куркине ӗҫме, Эпӗ кӗрес асап шывӗпе тӗне кӗме пултарайӑр-и?» «Пултаратпӑр», – тенӗ ывӑлӗсем.
«Сана пурте шанми пулсан та, эпӗ шанӑп», – тенӗ Ӑна Петр.
«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та Санран тунас ҫук», – тенӗ Петр ҫине тӑрсах. Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
«Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Чунӑма пама та хатӗр тетӗн-и? Чӑн-чӑнах калатӑп сана: автан авӑтичченех эсӗ виҫӗ хут Мана пӗлмӗш пулӑн».
«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».