Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ.
Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.