15-16 Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Пасха апачӗ Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитмесӗр те Эпӗ ӑна урӑх ҫиеймӗп, ҫавӑнпа калатӑп та сире: асап куриччен малтан Манӑн ӑна питӗ сирӗнпе ларса ҫиес килет».
Манӑн синкерлӗ шыва кӗмелле, вӑл пурнӑҫланасса кӗтсе Эпӗ питӗ тертленетӗп.
Вӑхӑт ҫитсен Иисус вун икӗ апостолӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ.
Пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Ку тӗнчерен Ашшӗ патне каяс вӑхӑчӗ ҫитсе пынине Иисус пӗлнӗ. Ку тӗнчери Хӑй хыҫҫӑн пыракансене Вӑл савнӑ, каяс умӗн вара Хӑйӗн тулли юратулӑхне пытарас темен.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та ҫапла каланӑ: «Эй, Аттем! Вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ: Хӑвӑн Ывӑлу Сана мухтава кӑлартӑр тесе Ывӑлна мухтава кӑлар.
Иисус вӗсене каланӑ: «Манӑн апат-ҫимӗҫӗм – Хама кунта Яраканӑн ирӗкне пурнӑҫласси, Унӑн ӗҫне туса пӗтересси.