12 Вӑл сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ, ҫавӑнта хатӗрлӗр».
Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“
Петрпа Иоанн хулана кайсан пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ.
Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.
Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Эпир пухӑннӑ хӑтлӑ пӳлӗмре ҫутаткӑҫсем нумайччӗ.