11 Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“
Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ашаксем Хуҫамӑра кирлӗ тесе тавӑрӑр, вара сире вӗсене тӳрех парса ярӗҫ».
Вӑл кӗрекен ҫуртри кил хуҫине ҫапла калӑр: „Вӗрентекен акӑ мӗн ыйтать: Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пасха апачӗ ҫиес пӳлӗм хӑшӗ?“
Кам та пулин сирӗнтен: „Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?“ – тесе ыйтсан, „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ“, – тейӗр».
«Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем.
Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир хулана пырса кӗнӗ чух кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫынна тӗл пулӑр. Вара ун хыҫӗнчен кайӑр та вӑл кӗрекен ҫурта кӗрӗр.
Вӑл сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ, ҫавӑнта хатӗрлӗр».
Ҫакна каласан Марфа кайнӑ та хӑйӗн йӑмӑкне Марияна вӑрттӑн чӗнсе илсе каланӑ: «Вӗрентекен кунта, Вӑл сана чӗнет».
Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.