9 Вӑрҫӑсем ҫинчен, халӑх пӑлханни ҫинчен илтсен хӑраса ан ӳкӗр. Ҫавӑ малтан пулмалла, анчах ун хыҫҫӑн та тӳрех вӑхӑт пӗтмӗ-ха».
Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ;
Ҫаксем пула пуҫласан пуҫӑрсене усас вырӑнне ҫӗклӗр, мӗншӗн тесен сирӗн ҫӑлӑнас вӑхӑтӑр ҫывхарать».
Иисус вара ҫапла каланӑ: «Хӑвӑра илӗртсе улталасран асӑрханӑр, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗҫ те: „Эпӗ – Христос!“ – тейӗҫ. „Ӗнтӗ вӑхӑт пӗтесси ҫывӑх!“ – тейӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр.