37 Кӑнтӑрла Иисус Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ, каҫхине хуларан тухса Елеон ятлӑ ту ҫинче ҫӗр каҫнӑ.
Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагине ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне
Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Вара, Турра мухтаса юрланӑ хыҫҫӑн, Иисуспа вӗренекенӗсем Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ.
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.
Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиесси килнӗ.
Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.
Эпӗ куллен Турӑ Ҫуртӗнче сирӗнпе пултӑм, вӗрентрӗм; ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр. Ҫырнинче мӗн калани пурнӑҫлантӑр, тытӑрах эппин».
Елеон текен ту патӗнчи Вифагипе Вифани патне ҫывхарсан Вӑл икӗ вӗренекенне
Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ:
Иисус кашни кун Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентнӗ. Аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем вара Ӑна пӗтересшӗн пулнӑ,
Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ.
Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.
Иисус унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе час-часах ҫӳрекеленӗ, ҫавӑнпа вӑл вырӑн пирки Ӑна тытса паракан Иуда та пӗлнӗ.
Апостолсем вара Елеон текен ту ҫинчен Иерусалима тавӑрӑннӑ. Тӑвӗ Иерусалимран инҫех те мар, шӑмат кун утма юранӑ ҫул тӑршшӗнче, пӗр ҫухрӑма яхӑнра, вырнаҫнӑ пулнӑ.