30 Вӗсем ҫулҫӑ кӑлара пуҫласан эсир ҫу ҫывхарса килнине пӗлетӗр.
«Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан, эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр.
Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр тӗллӗн татса параймастӑр?
Унтан Иисус вӗсене ытарлӑх каласа панӑ: «Смоква йывӑҫҫи ҫине, ытти мӗн пур йывӑҫсем ҫине пӑхӑр-ха.
Хӑвӑртан хӑвӑр ыйтӑр: ҫирӗп ӗненетӗр-и? Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхӑр. Е хӑвӑр ӑшӑрти Иисус Христоса та пӗлейместӗр? Пӗлейместӗр пулсан, тӗрӗслев витӗр тухаймарӑр пулать вара.