Тата ҫакна калас килет: Илия пурӑннӑ вӑхӑтра виҫӗ ҫул та ултӑ уйӑх пӗртте ҫумӑр ҫуман. Вара ҫав ҫӗр-шывра питӗ йывӑр выҫлӑх пуҫланнӑ. Ун чухне Израильте тӑлӑх арӑмсем нумай пулнӑ,
Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.