26 Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ.
«Ҫав асап кунӗсем хыҫҫӑнах хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ.
«Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ.
Вара тӳпери пӗлӗт ҫинче аслӑран та аслӑ мухтавпа тата хӑватпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.