25 «Хӗвелпе уйӑх ҫинчи, ҫӑлтӑрсем ҫинчи пулӑмсем хӑрушӑ паллӑсем пулӗҫ. Ҫӗр ҫинчи халӑхсем хуйха ӳкӗҫ, ӑнран кайӗҫ. Тинӗс шавласа, кӗрлесе тӑрӗ.
«Ҫав асап кунӗсем хыҫҫӑнах хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ.
«Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ.
Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехетчен, сасартӑк пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ.
Пӗрисене хӗҫпе вӗлерӗҫ, теприсене тӗрлӗрен урӑх халӑх хушшине тыткӑна илсе кайӗҫ. Иерусалима ют халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ».
Тӳпери вӑй-хӑватсем кисренӗҫ. Ҫавӑнпа та, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем вилесле сехӗрленсе ӳкӗҫ.
Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.