23 Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене хуйхӑ пулӗ. Ҫӗр ҫине пысӑк асаплӑх килӗ, ҫак халӑха Турӑ ҫилли ҫитӗ.
«Ҫаксем Сан пирки мӗн каланине илтетӗн-и?» – тенӗ вӗсем Иисуса. «Илтетӗп, – хуравланӑ Иисус, – „пӗчӗк ачасемпе кӑкӑр ачисен чӗлхи-ҫӑварӗпе Хӑвна мухтава кӑларӑн“ тенӗ Ҫырнинче. Эсир ҫавна нихӑҫан та вуламан-им?»
«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна.
Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ».
Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ.
– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».
Акӑ кунсем ҫитӗҫ, тӑшманусем сана хупӑрласа илӗҫ, йӗри-тавра шӑтӑксем чавӗҫ, пур енчен те хӗстерсе ҫитерӗҫ.
Акӑ вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне ҫынсем: „Ача туман арӑмсем, ҫуратманнисем, кӑкӑр ҫитерменнисем телейлӗ!“ – тесе калӗҫ.
Ман шутӑмпа, хальхи йывӑр саманара ҫынна мӑшӑрланмасӑр пурӑнни аванрах.
Пире иудейсем ытти халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ Хыпарне пӗлтерме чӑрмантарнӑ пирки вӗсем хӑйсен ҫылӑх виҫине тӑтӑшах тултарса тӑраҫҫӗ. Вӗсене Турӑ ҫилли ҫитетех.
Пӗрне-пӗри ырӑ тума ан манӑр, туслӑ пурӑнӑр – Турра шӑпах ҫакнашкал парнесем юрӑхлӑ.
Эй, эсир, пуянсем! Хӑвӑра кӗтекен инкексемшӗн макӑрӑр, ӳлесе йӗрӗр!
Суд часах пуҫланмалла. Пирӗн, Турӑ халӑхӗн, суд умне чи малтан тӑмалла. Суд тума пирӗнтен пуҫлаҫҫӗ пулсан, Туррӑн Ырӑ Хыпарне пӑхӑнманнисемпе мӗн пулӗ?