16 Тата сире аҫӑр-аннӗрсем те, тӑванӑрсем те, хурӑнташӑрсем те, тусӑрсем те сутӗҫ, сиртен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ.
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачине вӗлерме тытса парӗ. Ачисем вара ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.
Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.
Ашшӗ – ывӑлне хирӗҫ, ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ тӑрӗ. Амӑшӗ – хӗрне хирӗҫ, хӗрӗ амӑшне хирӗҫ тӑрӗ. Хунямӑшӗ – кинне хирӗҫ, кинӗ хунямӑшне хирӗҫ тӑрӗ».
мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ.
Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ.
Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан.
Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе тата хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, вилӗмрен хӑрамасӑр пурӑнӑҫне шеллемерӗҫ.
Санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн престолӗ ларнӑ вырӑнта пурӑннине пӗлетӗп. Сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ Антипӑна вӗлерчӗҫ. Эсӗ ҫав вӑхӑтра та Ман ятӑма тытса пынине, Мана ӗненме пӑрахманнине пӗлетӗп.
Путек пиллӗкмӗш пичете хӑйпӑтса илсен, эпӗ парне вырӑнӗ айӗнче Турӑ сӑмахӗшӗн, Христос ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтернӗшӗн вӗлернисен чунӗсене куртӑм.