13 Ҫакӑ йӑлтах Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн пулӗ.
Ҫавӑнтан вара вӑл Иисуса тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Тӑвансем! Эпӗ сире ҫакна каласшӑн: мана хӗсӗрлени Ырӑ Хыпара тата ӑнӑҫлӑрах сарма пулӑшрӗ.
Христоса ӗненессине хирӗҫ тӑракансенчен вара пӗртте ан хӑрӑр: эсир хӑрамасӑр пурӑнни вӗсемшӗн пӗтеслӗх палли пулӗ, хӑвӑршӑн вара – ҫӑлӑнӑҫ палли. Ҫакӑ йӑлтах Турӑран,
Эсир хӗн-хур тӳсни Туррӑн тӳрӗ сучӗ пулассине пӗлтерет; эсир хӑвӑра тивӗҫес Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӳсетӗр.